Урок родного языка на тему "Прилагательные"( 2 класс)
Оценка 4.9
Разработки уроков
doc
чтение
2 кл
21.04.2017
Этот урок на чувашском языке. раскрывает тему прилагательное. Воспитывает самостоятельность в работе, интерес к предмету. Развивает мышление, речь, память. Учит узнавать прилагательные , находить их в тексте и уметь применять их в своей речи. Так же дети учатся отвечать полным ответом на поставленный вопрос.
урок.doc
Кив Тахтал вäтам шкулĕ. Вĕрентекен: Александрова Н.А.
Урок тĕллевĕсем:
1. Çырура япала паллине тупма, палäртма
вĕрентесси.
2. Ÿкерчĕк тäрäх ĕçлеме пĕлнине аталантаасси.
3. Ачасене çанталäка упрама, тäван чĕлхене юратса
вĕрентме хавхалантарасси.
4. Чĕлхе илемлĕхĕпе пуянлäхне туйма, пĕлÿлĕхе
ÿстерме пулäшасси.
Урок хатĕрĕсем: кĕнеке, тетрадь, ÿкерчĕк, ручкäсем,
Карандашсем, таблица уйрäм
сäмахсемпе, вäйä , журнал «Тĕтте»
(тупмалли юмахсем).
Урок юхäмĕ.
1. Урок тĕллĕвĕсемпе паллашасси.
2. Килти ĕçе тĕрĕслени (уçäр тетрадьäрсене, эпĕ пäхса
иртетĕп кам килти ĕçе тунине, туманнине. 254мĕш
хäнäхтару. Правило).
3. Таса та илемлĕ çырни:
1). Çырäр паянхи уйäхäн кунäн ятне.
2). лл мм яя
ял
ал ил
4 Паянхи кунсенчен пĕчĕкçĕ калав çырäр.
Хäврäн калавäрта, предложенисен тĕп членĕсене аялтан
карандашпа йĕр тäвäр.
Подлежащине – пĕр йĕрпе
Сказуемäя – икĕ йĕрпе
5. Кĕнекепе ĕçлени:
Халь пурте уçäр 84мĕш страницäна (доска çинче).
Кунта ÿкерчĕк пур. Тимлĕн ÿкерчĕксене пäхäр.
Ÿкерчĕксенче çутçанталäкри хäш вäхäта ÿкернĕ?
Ыйтусене туллин хуравлäр.
Хĕл мĕнле иртрĕ?
Çуркунне мĕнле çитĕ?
Ачасем мĕнле вäйäсем выляççĕ?
Мĕнсем йäвва çавäраççĕ?
Тупäр 257мĕш хäнäтарäва.
Тупрäри? Вула! … мĕн хäнäхтарура тумаллине.
Сäвва вуласа тухäр.
Пĕрремĕш предложенире мĕнле япала палли пур?
( хĕрÿллĕн, анлä)
Иккĕмĕш предложенире? (______)
Виççĕмĕшĕнче? (пĕчĕк)
Тваттäмäшĕнче? (________)
Пурте 258мĕш хäнäхтарäва тупäр.
Ку хäнäхтарäва сирĕн çырса илмелле пулать. Япалан
паллине пĕлтерекен сäмахсене аялтан йĕр туртса
палäртмалла.
Япалан паллине пĕлтерекен сäмахсем мĕнле ыйтусене
ответлеççĕ?
Мĕнле,тĕрĕс.
Япала паллине мĕнле палäртаççĕ?
Тĕрĕс! Хумлä йĕрпе.
Èçлĕр!
Çырäр хитре, тäрäшса.
6. Физкультминутка.
7. Ачасем, пурте доска çине пäхäр
Хäмла çырли пылак, сухан (мĕнле?)… ансäр
Кäнтäрла çутä, çĕрле (мĕнле?) … лутра
Хула пысäк, ял (мĕнле?)… йÿçĕ
Алäл сарлака, ç ырма ( мĕнле?)… тĕттĕм Хыр çÿллĕ, шĕшкĕ ( мĕнле?)… пĕчĕк
Ку хäнäхтарура япала паллисем ылмашäнса пĕтнĕ.
Эсир вĕсене тупса, вырäнĕсене лартмалла.
Ручкäрсене хурäр, çырмасäр ĕçлетпĕр! …
Халь тетрадьäрсене 259мĕш хäнäхтарäва çырäр.
Çыртäри? Халь доска çинче мĕн тунине тетрадь çине
çырса илĕр!
8. Килти ĕç:
260мĕш хäнäхтару.
Ку хäнäхтарура мĕн тумалла?
Пурте äнлантäри? Дневникäрсене уçса çырса хурäр.
9. Пĕтĕмлетÿ.
Эпир урокра мĕн турäмäр?
Япала палли мĕнле ыйтусене ответлеть?
Япала паллисем мĕнле пуплев пайĕсемпе çыхäнаççĕ?
10. Вäхäт юлса.
1). Тупмалли юмахсем çине хуравласси.
Ачасем, тимлĕрех пулäр. Тупсäмĕсене калäр.
Ä). Йĕп тирмелли минтер маар,
Чĕрĕп те маар, чäрäш мар,
Çивĕч йĕплĕ пулнäран
Хäрамасть вäл никамран.
Б). Хурäн тäрри хумханать,
Хура халäх пуçтарäнать.
В). Кальäн пуçĕ тäрринче
Тĕлĕнмелле тете пур.
Лĕпĕш теес, лĕпĕш маар,
Вĕçсе кайма васкамасть.
Г). Асанне шупäрĕ пĕтĕм çĕре хупларĕ.
Д). Кäвак тинĕсре шурä хурсем ишеççĕ.
2). Вäйä : «Мĕн ытлашши?»
1. Çу, хĕл, кĕр, шурä . 2. Раштав, кäрлач, нарäс, утä.
3. Юр, çил, çумäр, çäвать .
4. Çырать, юрä, вулать, ташлать.
Пурте тäрäр!
Урок вĕçленчĕ!
Тавтапуç, пурне те!
Урок родного языка на тему "Прилагательные"( 2 класс)
Урок родного языка на тему "Прилагательные"( 2 класс)
Урок родного языка на тему "Прилагательные"( 2 класс)
Урок родного языка на тему "Прилагательные"( 2 класс)
Урок родного языка на тему "Прилагательные"( 2 класс)
Материалы на данной страницы взяты из открытых истончиков либо размещены пользователем в соответствии с договором-офертой сайта. Вы можете сообщить о нарушении.